Ученика 5 класса Артема Егорова выбрали делегатом на Республиканский слёт юных корреспондентов. Слёт проходил в Республиканском театре кукол. Участников слёта приветствовали министр информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской республики Андреева Валентина Владимировна, директор издательского дома ХЫПАР Алексей Леонтьев и многие другие официальные представители средств массовой информации. Мне, как наставнику, очень понравилась организация работы слёта: встреча участников с подарками, кофе брейк для участников, фотосессии на память с героями мультфильмов, мастер-классы с редакторами газет ТАНТАШ, САМАНТ, Çамрăксен хаçачĕ , ТЕТТЕ, кукольный спектакль в качестве подарка для участников слёта. Такой серьёзный форум призывает детей развиваться дальше и стал несомненно прекрасной возможностью задуматься о том, чтобы и дальше развивать себя для общего кругозора, а для многих - посвятить себя с детства делу журналистики.
Из сообщения страницы портала Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики
Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарта чăвашла çыракан çамрăк корреспонтсен слечĕ иртрĕ. Мероприятие пултаруллă яш-кĕрĕме хавхалантарас тĕллевпе «Хыпар» издательство çурчĕ йеркелерĕ.
Чăваш патшалăх пукане театрĕнче пурĕ пĕрле 100 ытла шкул ачи пухăнчĕ. Çамрăксене Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ саламларĕ. «Сăмахпа ĕçлесси питĕ яваплă та пĕлтерĕшлĕ ĕç. Ахальтен мар ватăсем «Сăмах ылтăнпа пĕр» тенĕ. Эсир чăваш чĕлхипе хайлавсем çыратăр, журналист профессине туптатăр. Ҫавăнпа чăваш чĕлхин пуласлăхĕ еплерех пуласси сирĕнтен те нумай килет. Эсир ку тĕлĕшпе халĕ те нумай ĕçлетĕр. Ӑнăçу сунатăп сире, хисеплӗ ĕçтешсем» - палăртса каларĕ Валентина Андреева.
Вăхăт тупса çакăн пек тулли йышпа пуçтарăннăшăн çамрăк журналистсене «Хыпар» издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Алексей Леонтьев тав турĕ: «Пичет кăларăмӗсем хушшинче пирĕн яланах ача-пăча каларăмĕсем сумлă вырăнта пулнă. Паян издательство çурчĕ ачасем тата çамрăксем валли 4 кăларӑм кăларать: «Тантăш», «Çамрăксен хаçачĕ» хаçатсем, «Самант» тата «Тетте» журналсем. Çак кăларăмсене сыхласа хăваратпăр пулсассăн чăваш халăхĕн пуласлăхĕ те пур, чăваш пичечĕн те пуласлăхĕ пулатех. Мĕншĕн тесен эсир паян пĕччĕккисем валли çыраттăр, каярахпа - аслисем валли».
Аслă Елчĕк шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен Юлия Адюкова мĕн пĕчĕкренех хайлавсем тата сăвăсем çырать. Унӑн ĕçĕсем «Тантăш» тата «Елчĕк Ен» хаçачĕсенче пичетленеççĕ. Ытларах Юля çут çанталăк тата шкулта пулса иртекен ĕç-хӗл пирки хайлама кăмăллать. «Ытти ачасем те пирĕн хыпарсем çинчен пĕлччĕр тесе çырма тытăнтăм. Хамăн хыпарсене пичетленине курсассăн питĕ савăнатăп. Ӳссен журналист пулма шутлатăп», - пĕлтерчĕ çамрăк корреспондент.
Издательство çурчĕ ача-пăча каларăмĕсемпе тачă çыхăну тытакан авторсенетав хучĕсем пачӗ. «Тантăш», «Çамрăксен хаçачĕ», «Самант» тата «Тетте» редакцийĕсен тĕп редакторĕсем яш-кӗрӗм валли мастер-классем ирттерчĕҫ.
|