Ольга Михайловна Степанова 30 çул ытла каялла ачасене вĕрентÿпе воспитани парас ĕçе пикеннĕ, вĕсенчен вунă çула яхăн шкул ертÿçи пулса тимленĕ. Ку вĕренÿ çулĕнче акăлчан чĕлхине вĕрентет. Паянхи кун хăйĕн ĕçне юратса пурнăçлать, ăнăçуллă тимлет. Час-часах уçă уроксем тата мастер-классем кăтартать. Ĕçтешĕсем вĕсене пысăк хак параççĕ. Хăйĕн ĕç вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарма нихăçан та хирĕç мар. Çак кунсенче пирĕн корреспондент тăрăшуллă педагогпа курса калаçрĕ. — Ольга Михайловна, Эсир нумай çул хушши шкулта ĕçлетĕр. Ăнăçуллă педагог. Мĕн пулăшать сире ÿсĕмлĕ ĕçлеме? — Паллах, кирек епле ÿсĕмлĕ ĕçĕн вăрттăнлăхĕ те хăвна шанса панă тивĕçе юратса пурнăçланинче тесе шутлатăп. Шкулта вĕреннĕ чухне нимĕç чĕлхине килĕштернĕ пулсан, паян акăлчан чĕлхине тăван чĕлхене юратнă пек юрататăп. Паянхи кун ют чĕлхене вĕрентме информаципе коммуникаци технологийĕсем çав тери пулăшса пыраççĕ. — Апла пулсан, Эсир компьютерпа питĕ туслă? Еплерех хак панă пулăттăр компьютер техникине? — Компьютер — чăнахах та вăйлă техника. Усă курма пĕл кăна. Пĕлсе суйланă компьютер программисем, вĕсен хушшинче вăйăсем те, ачан ăс-тăнне, тавра курăмне, тимлĕхне, ас тăвăмне аталантарма пулăшаççĕ, шухăшлама тата кирлĕ пĕтĕмлетÿсем тума хăнăхтараççĕ. Вĕренесшĕн пачах тăрăшман ача та компьютер еннелле туртăнни куç кĕретех. Компьютер паракан ĕçсене савăнсах тума пикенет. "Ăслă тус” тетĕп компьютера. Вăл пурне те ăс-тăна аталантармалли ĕçсене илĕртÿллĕн сĕнме пултарать. Компьютерăн чи паха енĕ вара — кирек епле информацине тупса ăнлантарса пама пултарни. — Эсир вара еплерех усă куратăр компьютерпа? — Компьютер — пире информаципе коммуникативлă мелсемпе ачасене хамăр вĕрентекен предмета анлăрах тата интереслĕрех вĕрентсе пыма пулăшакан тус. Тĕрлĕ темăсемпе вĕренÿ проекчĕсене хатĕрлесси, ачасем валли уроксенче уйрăм пурнăçламалли ĕçсем туса хатĕрлесси, нумай-нумай сайтсем тăрăх çул çÿревре пулса кирлĕ информацине тупса, ас туса юлса, унпа усă курма пĕлесси маншăн чи усăлли пек туйăнать. Пĕтĕмлетÿ тумалла-и, уçă урок ирттермелле-и е тата кирек кампа канашласа илмелле-и — тÿрех компьютер умне ларатăн. Скайп программипе усă курса ĕçтешсемпе куçа-куçăн калаçса кирек епле проблемăна та сÿтсе явма тата татса пама пулать. — Сирĕн аллăрта — уйрăм диплом. Кун пек диплома эпĕ курсах кайман. — Мĕнех, компьютерпа туслă пулнă май, тĕнче шайĕнче ирттерекен вебинарсене тата конференцисене хутшăнма пултарни тата çакăн евĕрлĕ ĕçлĕ канашлусенче хамăр шухăш-кăмăлсемпе тухса калаçма май пурри, тĕслĕхрен, мана питех те кăмăла каять. Ман аллăмра шăпах та çакна палăртакан диплом. Эпĕ ăна кăçалхи Пĕтĕм Раççей шайĕнче ирттернĕ "Философия экзамена и педагогические технологии” видеоконференцине хутшăнса тивĕçрĕм. — Вĕренекенсем еплерех усă кураççĕ компьютерпа? — Манăн вĕрентÿ программинчи тĕп тема — компьютер технологийĕсемпе усă курса вĕренекенсене олимпиадăсемпе конкурссенче дистанциллĕ майпа явăçтарма хăнăхтарса пырасси тата вĕсем алла илсе пыракан акăлчан чĕлхине пуянлатасси. Çакăн пек технологипе ачасене ĕçлеттерни, ман шутпа, пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен ачасем компьютер умĕнче кирлĕ кирлĕ мар вăйăсене выляса вăхăта сая ямаççĕ — кирлĕ ĕçсем пурнăçлаççĕ: шыраççĕ, тупаççĕ, вулаççĕ, тĕпчеççĕ, панă ыйтусене хуравлаççĕ, ют чĕлхен вăрттăнлăхĕсене уçаççĕ, ытти çĕр-шывсен пуян та асамлă культурипе паллашаççĕ. — Ÿсĕмсем еплерех? — Кăçалхи вĕренÿн çур çуллăхĕн кăтартăвĕсем чăнахах та савăнтарчĕç. Акăлчан чĕлхипе дистанци майĕпе ирттернĕ Раççей шайĕнчи эврика олимпиадинче 7-мĕш класра вĕренекен Анастасия Илларионова 2-мĕш вырăн йышăнчĕ, çĕнтерÿçĕ дипломне тивĕçрĕ. 9-мĕш класри Мария Васильева, 8-мĕш класри Маргарита Краснова, 5-мĕш класри Максим Викторов Раççейри "Великобританири паллă çынсем тата паллă вырăнсем” дистанциллĕ викторинăна хутшăнса çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Çак кунсенче шкула каллех лайăх хыпар çитрĕ — ачасен пĕр ушкăнĕ Раççейре ирттернĕ "Çитсе курăр хĕвел анăç çĕр-шывĕсене” олимпиадăра пысăк баллсем пухнă, çĕнтерÿçĕ дипломĕсене тивĕçнĕ. Вĕсен шутĕнче — Максим Викторов (5-мĕш класс), Ирина Андреевапа Анастасия Илларионова (7-мĕш класс), Анастасия Степанова (6-мĕш класс), Маргарита Краснова тата Вася Степанов (8-мĕш класс), Мария Васильева (9-мĕш класс). Акăлчан чĕлхипе кăçал ирттернĕ район олимпиадинче эпĕ вĕрентекен ачасем — Ульяна Сорокина (10-мĕш класс) тата Ксения Алексеева (11-мĕш класс) призерсен шутне кĕме пултарни мана питех те савăнтарчĕ. Вĕсем пирĕн шкул ятне тата халь вĕренекен Трак шкул чысне тивĕçлĕ шайра хÿтĕлеме пултарчĕç. — Сире кам та пулин хистекен пур е хăвăр чун ыйтнипе ачасене çакăн пек уйрăм вĕренÿ проекчĕсене хутшăнтаратăр? — Тĕрĕссипе каласан, эпĕ хамăн чун ыйтнипе ĕçлетĕп. Хамăра хамăр хавхалантармасан, паянхи кун кичемрех. Хавхалантаракансене кĕтсе илме йывăртарах. Пĕри тепринчен лайăхрах ĕçлени хушăран урăхла пырса çапма та пултарать пурнăçра. Ачасене урокра анчах вĕрентни кичемрех пек туйăнать. Вĕсене ют чĕлхе еннелле урăхла майсемпе те хавхалантарас, илĕртес килет. Кăçал çĕнĕ проекта хутшăнса пăхас кăмăл çуралчĕ.Çапла пĕрремĕш хут хумхана-хумханах Раççей шайĕнче иртекен акăлчан чĕлхин дистанциллĕ эрнелĕхне хутшăнтăмăр 8-мĕш класра вĕренекенсемпе. Мĕнле хумханмăн-ха? Шкул ятне ярас килмест вĕт-ха çÿллĕ шайри проектсене хутшăнса. Вася Степанов, Татьяна Никифорова, Любовь Ефимова, Анатолий Яковлев тата Маргарита Краснова çак конкурслă эрнелĕхре 2-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕç. Апла пулсан, пирĕн пĕлÿ шайĕ япăх мар. Çĕнĕрен те çĕнĕ проектсене хутшăнма хăрама кирлĕ мар кăна. — Пăхатăп та, чылай олимпиада-конкурссенче пĕр ятсем ытларах тухаççĕ. — Çапла. Акăлчан чĕлхине вĕренме çăмăл мар. Тăрăшнипе пĕрле таланчĕ те кирлĕ темелле. Нумайăшĕ ку предмета вĕренме кахалланать тесен те йăнăш пулмасть пуль. Тăрăшаканнин пулать. Теприн вара пурнăçра кирлех мар-ха тесе вĕренес килмест. Ют чĕлхене алла илес тесен, ачан вĕрентекенрен ытла хăйĕн нумай тимлемелле. Ман шутпа, ашшĕ-амăшĕнчен те нумай килет: енчен те вĕсем килте ку предметăн пĕлтерĕшне хаклаççĕ пулсан, çак предметпа мĕнле ĕлкĕрсе пынипе кăсăкланаççĕ пулсан, вĕсен ачисем ют чĕлхене интересленсе, кăмăлпа вĕренеççĕ. Акăлчан чĕлхине тимлесе вĕренекенсем пур шкулта. Вĕсен шутĕнче чи тăрăшуллисем — 8-мĕш класра вĕренекен Маргарита Краснова тата 9-мĕш класри Мария Васильева. Вася Степанов (8-мĕш класс) тата Ольга Григорьева (9-мĕш класс) та тăрăшса вĕренеççĕ çак предмета. Вĕсем килти ĕçсене яланах пурнăçласа килеççĕ. Пуçламăш классенче вĕренекенсем хушшинче ют чĕлхене тăрăшса вĕренекенсем — Вася Степанов, Марина Ефимова, Камилла Викторова. — Шкул ĕçĕ вăл уроксем анчах мар, паллах. Хăвăр вĕрентекен предмета класс тулашĕнчи ĕçсемпе еплерех çыхăнтаратăр? — Уроксем хыççăн акăлчан чĕлхи кружокĕ ĕçлет. Кунта тĕрлĕ темăсемпе викторина е конкурс иртет, çĕнĕ юрă е сăвă вĕренме пулать. Вĕренÿн пĕрремĕш çур çуллăхĕнче, тĕслĕхрен, ачасем хушшинче акăлчан чĕлхипе "Андриян Николаев — Чăваш енĕн мухтавлă ывăлĕ”, Пĕтĕм тĕнчери Интернет кунне халалланă "Манăн тус — Интернет” викторинăсем, "Акăлчан чĕлхи йывăр, çапах хаваслă” конкурс ирттертĕмĕр. Çĕнтерÿçĕсене шкул дипломĕсемпе чысларăмăр. — Эсир хăвăр шкул хаçачĕн пуçаруçи пулнă. Хаçатра тăтăшах акăлчан чĕлхипе çырнă страницăсем курма пулатчĕ. Паянхи кун çак ĕç пурнăçланса пырать-и? — Енчен те эпир шкулта чăваш, вырăс, ют чĕлхе вĕренсе пыратпăр пулсан, енчен те эпир хаçатра чăвашла, вырăсла çыратпăр пулсан, шкул хаçатĕнче ют чĕлхе страницисем пулмаллах тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен шкул хаçачĕ вăл — вĕренÿ хаçачĕ. Паллă кунсем е уявсем тĕлне акăлчан чĕлхипе уйрăм хаçат кăларасси — манăн кулленхи ĕçри тĕллевсенчен пĕри. Паянхи кун акă Çĕнĕ çула халалланă хаçата калăпласа пĕтеретпĕр. — Ют чĕлхене ачасем пур енчен те тутанса пăхаççĕ иккен. Предметпа çакăн пек нумай енлĕн ĕçлени ачана ют чĕлхене аталантарма пулăшатех ĕнтĕ. Çапла-и? — Пулăшать, паллах. Пурте ăнланатпăр, пур ачана та пулас пурнăçра акăлчан чĕлхи кирлех пулмĕ. Вĕсем шкулта вĕреннĕ чух ют чĕлхе тăван чĕлхе пекех илемлĕ, асамлă пулнине туйччăр. Пурăнан пурнăçра акăлчан чĕлхи кама та пулин кăштах, кама та пулин уйрăммăн кирлĕ пулĕ. Çавăнпа та ман ăна тимлесех вĕрентес килет. — Эсир вĕрентекен акăлчан чĕлхи, чăнах та, йывăр предметсен шутĕнче. Çапах та, шкул хыççăн акăлчан чĕлхине суйласа илнĕ студентсем пур-и паянхи кун? — Пур. Вĕсен шутĕнче — Ольга Аристархова, Елена Прокопьева, Наталия Степанова. Вĕсем виççĕшĕ те И. Н. Ульянов ячĕллĕ университетăн ют чĕлхесен факультетĕнче вĕренеççĕ. Çăмăл мар пулин те, тимлеççĕ, вĕренÿре ĕлкĕрсе пыраççĕ. Паллах, вĕсемшĕн савăнатăп, çав вăхăтрах хумханатăп та. Йĕркеллĕ вĕренсе пĕтерсе лайăх специалистсем пуласса шанатăп. — Мĕнех, сирĕнпе калаçма кăмăллă пулчĕ. Иртсе пыракан 2011 çул чăнах та сире ÿсĕмсемпе савăнтарчĕ. Сирĕн ĕç чăнахах та пархатарлă, мухтава тивĕçлĕ. Малашне те хăвăрăн ĕç кăтартăвĕсемпе киленмелле пултăр. Çĕнĕ çул çывхарса килет. Сирĕн календарьте вара тепĕр уяв — раштавăн 31-мĕшĕ — сирĕн çуралнă кун. Уявсем умĕнхи туйăмсем еплерех? — Кашни çынах çуралнă кун хăйне çĕнĕрен çуралнăн туять теççĕ. Епле туйсан та, çут çанталăк пире тек çамрăклатмасть. Те савăнмалла, те хурланмалла. Апла пулин те, çак кунсенче аннепе, ачамсемпе, чи çывăх çынсемпе пулассăм килет. — Пирĕнпе калаçма вăхăт тупнăшăн, хăвăрăн ĕçпе хаçат вулаканĕсене уççăн паллаштарнăшăн пысăк тав. Сире пархатарлă учитель ĕçне туса пыма вăй-хал, çирĕп сывлăх, тÿсĕмлĕх сунатăп. Ĕмĕт-леннĕ ĕмĕтсем пурнăçланса пыччăр. — Тавтапуç. Сире тата пур вулакана çитес çулта çирĕп сывлăх, телей, тату пурнăç, ÿсĕмсем сунатăп.
|